Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

О (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Оаҫис — крек. — Нимскер ҫук пушӑ хирте уйрӑм выртакан, йӑвӑҫ-курӑк ӳсме пултаракан вырӑн.
Оккуппатси — лат. — Йут патшалӑх ҫӗрне ҫавӑрса илии.
Онкеан — крек. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи тип ҫӗре 5 пайа уйӑракан питӗ пысӑк, вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗссем. Ҫӗр ҫинче 5 оккеан: 1) Ҫурҫӗрти пӑрлӑ оккеан; 2) Кӑнтӑрлари пӑрлӑ оккеан: 3) Аслӑ лӑпкӑ оккеан 4) Атланттик оккеанӗ; 5) Инти оккеанӗ.
Октьапӗр — лат. — Ҫулталӑкӑн Х-мӗш уйӑхӗ — Йупа уйӑхӗ.
Октьапӗрти револьутси — 1917-мӗш ҫулӑн Октьапӗр уйӑхӗнче пулнӑ револьутси: ӗҫлекенсемпе хресченсем, салтаксем пуршуаҫи правиттӗлствине хӑваласа йарса халчен тӗнчере пулман влаҫ, ӗҫлекен халӑхӑн тиктӑттурӗ, Совет Респуплики туса хунӑ.
Октьаприссем — 1905 ҫулӑн Октьапӗрӗн 17-мӗшӗнче кӑларнӑ маньихвес майлӑ пуршуаллӑ политтиккӑ парттийӗ. Халӗ пӗтсе ларнӑ.
Оклат — Шалу; шалу пысӑккӗшӗ.
Оклавлени — Кӗнекен пайӗсене йӗркипе ҫырса тухса, хӑш пайӗ хӑш вырӑнтан пуҫланнине кӑтартни.
Окрӑк — Пысӑк район, темиҫе кӗпӗрне.
Охвитсиаллӑ — лат. — Ӗҫле, слушпӑ ӗҫӗсем тарӑх, ӗҫ йачӗпе.
Опӑск — Тытӑм учрештенисем хушнипе шанчӑксӑр ҫын йапалисене-тӗрӗслесе пӑхса тухни, усрама (тытма) йураман йапаласене шырани.
Опесаттӗлнӑ — Ҫав-ҫавах, кирек мӗнле пулсан та.
Оппеккӑ — Сыхӑ. Ҫитӗнмен тӑлӑхсене пӑхса ӳстерме, вӗсен пурлӑхне сыхлама саккун тӑрӑх пӗр-пӗр ҫывӑх ҫынна хушни.
Опператси — лат. — 1) Пӗр-пӗр чире тухтӑрсем емелсемсӗр (ӳте касса, йун йухтарса, шӑм-шака тӳрлетсе лартса т. ы.) тӳрлетни. 2) Ҫарсен вӑрҫӑри ӗҫӗсем; 3) тӗрлӗ учрештенисен ӗҫӗсем, примерпа: сутуилӳ, хинанс, кретитлӑ т.ы. опператсисем.
Оппӗрӑ — ит. — Театтӑрта мусӑккӑпа пӗрле йурласа выльамалли происветени.
Оппий, оппиум — лат. Пулса ҫитмен мӑкӑнь пуҫӗн типӗтнӗ сӗткенӗ: питӗ вӑйлӑ ҫывратакан наркӑмӑш, тӗрлӗ емелсем тунӑ ҫӗре кайать.
Оппоҫитси — лат. — 1)Хирӗҫ тӑни. 2) парламӗнтра — правиттӗлствӑна хирӗҫ пыракан парттисемпе ушкӑнсем.
Оппоҫитсионер — Оппоҫитсинче тӑракан партти членӗ; хирӗҫ тӑракан.
Оппортунис — Таврари условисене пӑхса, вӗсемпе хӑй шухӑшӗсене килӗштерсе ӗҫлеме тӑрӑшакан, пӗрмай пӗр ҫулпа пыма пултарайман, принтсипсӗр ҫын.
Оппортунисӑм — лат. — Политтиккӑ ӗҫӗсенче тӗреклӗ принтсипсемсӗр, таврари урловисене пӑхӑнса ӗҫлес ҫистемӑ; вӑл ҫистемӑпа тӗреклӗ прокраммӑ ҫук, кирлӗ вӑхӑтра тӑшмансене хирӗҫ тӑма хӑйайман парттисем ӗҫлеҫҫӗ, пример—меншевиксен парттийӗ.
Оптиккӑ — крек. — Хиҫиккӑн ҫутӑ йавленисемпе вӗсен саккунӗсене астӑвакан пайӗ.
Оптимис — лат. — Пур ҫӗрте те лайӑххине анчах куракан, кульанма-хуйхӑрма пӗлмен ҫын.
Оптимисӑм — лат. — 1) Пур ҫӗрте те, пӗтӗм тӗнчипе лайӑх йенӗсене анчах астуса пыни; 2) пеҫҫимисӑмпа хире-хирӗҫ тӑракан ӑнлану.
Опчӗствӑ — Пысӑк ушкӑн. Етем опчӗстви — пур ҫӗр ҫинҫе пурӑнакан ҫынсен ушкӑнӗ.
Опстановкӑ — 1) Пӳртри, пӳлӗмри йапаласем (сӗтелсем, тенкелсем, шкапсем т. ы.). 2) Тавас ӗҫӗн условисем, ӗҫе чӑрмантарса, йе малалла йарса тӑракан сӑлтавсем.
Опҫерваттори — лат. — Астрономи тӗлӗшӗнчен тӗнчене сӑнаса пыма тунӑ учрештени.
Оплӑҫ — Мӗнле те пулин паллӑсемпе ытти ҫӗрсенчен уйрӑм тӑракан ҫӗр, район. Чӑваш Оплӑҫӗ — Чӑвашшем пурӑнакан ахтономиллӗ атминистраттивлӑ йетинитсӑ. 1920-мӗш ҫулта ӗлӗкхи Хусанпа Чӗмпӗр кӗпӗрнисен уйесӗсенчен пулнӑ. Тӗп хули — Шупашкар, халӑхӗ мӗн пурӗ 752. 000 (1923 ҫ.).
Опликатси — лат. — Патшалӑх, йе пӗр-пӗр камппаньи укҫа кивҫен илмешкӗн кӑларакан, проччӑн тӑрӑх услам паракан парӑм хучӗ.
Опйавлени — 1) Пӗлтерни; 2) хаҫатсем, кӗнекесем, шурналсем ҫине мӗн ҫинчен те пулин пӗлтерсе ҫапни.
Опйектӑ — лат. — Хӑй ӗҫлекен, шухӑшлакан йапала мар, хӑй ҫинчен шухӑшлас, ӗҫлес йапала, сӑмӑхран авӑн ҫапас ӗҫе илсен, кӗлтесем авӑн ҫапас ӗҫӗн опйектӑсем пулаҫҫӗ.
Опйективлӑ — Никам инттересӗсене пӑхмасӑр.
Ответ — 1) Хирӗҫ калани; 2) Пӗр-пӗр ӗҫе йепле туни ҫинчен аслисем умӗнче отчот парасси (кунтан: ответлӑ — отчот параканӗ, отчот параймасан айӑплӑ пулаканӗ). 3) Сатаччӑсенче — шыраса тупас йапала (числа, сӑмах т. ы.).
Осон — крек. — Виҫаттӑмлӑ йӳҫамӑшӗ (кислорот), кӑвак тӗслӗ, питӗ нумай йапалапа хутшӑнма пултаракан кас.
Оликархи — крек. — Пӗтӗм влаҫ нумай мар чаллӑ ҫемйе аллинче тӑракан тытӑм йӗрки.
Ораттӑр — лат. — 1) Лайӑх, ӑста, хитре калаҫма пӗлекен ҫын, 2) пӗр-пӗр пухура сӑмах калакан.
Оранкуттан — малай сӑм. — Пысӑк, ҫын майлӑ упӑте: Аҫире Суматрӑпа Порнео утравсем ҫинче пурӑнать.
Орикинал — лат. — Пӗр-пӗр происветенин пирвайхи, тӗп екҫемльарӗ.
Орканнсатси — лат. — Пӗрлешӳ, ушкӑн, партти; 2) мӗнӗн те пулин пайӗсене йӗркелени, майлаштарни.
Орканисӑм — лат. — Чӗрӗ чун.
Оркӑн — лат. — 1) Орканисӑмӑн пӗр вӑллӑ ӗҫ туса тӑракан пайӗ, сӑмахран, ҫыннӑн ӳпкисем, йӑвӑҫ-курӑкӑн ҫулҫисем — сывламалли оркӑнсем. 2) Паллӑ ӗҫ туса тӑмалли орутисем, учрештенисем, хаҫат-шурналсем.
Орккестӑр — крек. — Темиҫе тӗрлӗ мусӑк инструменчӗсемпе пӗрле выльамашкӑн пӗрлешнӗ ҫынсем.
Орхвокрахви — крек. — Тӗрес ҫырасси.
Орпиттӑ — лат. — 1) Пӗлӗт ҫинчи ҫутӑ йапаласен сулӗ. 2) Куҫ лупашки.
Ортӗн — лат. — Чаплӑ ӗҫҫемшӗн паракан паллӑ; метал.
Ортӗр — хран. — Пӗр-пӗр учрештени хӑйне пӑхӑнса тӑракана кама та пуллн мӗн те пулин пама хушша ҫырнӑ хут: йапала илмелли приккас.
Оватси — лат. — Питӗ кӑмӑла кайнине халӑх ушкӑнӗпе пӗлтерни, кӑтартни.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-26 23:42:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3661 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем